Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫамрӑк ӗмӗт (Волгин В.)


Ҫур кунӗ хӗвел ҫутипе ялтӑрать-и,
Янрать-и тӳпе кайӑксен сассипе;
Ирхи уҫӑ ҫил ерипен калаҫать-и
Урам хушшинчи йывӑҫсен ҫулҫипе;

Шап-шур чечекре ларакан садсем ҫийӗн
Вӗҫет-и пыл хурчӗ сӗткен пуҫтарса;
Тулли кӑкӑрпа сывлакан тӗнче ҫийӗн
Анать-и хуллен каҫ чаршавӗ шуса;

Хавас хӗрипраҫӑн юрри ян каять-и
Ыр шӑршӑ саран шурӑ ҫӗмӗртлӗхре,
Маттур ӗмӗтпе хавхаланнӑ бригада
Тухать-и мала чунӗ савнӑ ӗҫре —

Этем хавалне те, тӗнче илемне те
Туллин эп туятӑп, Ҫӗршывӑм-анне!
Чӗнессӗм килет сӑввӑмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми